Ҫӗнӗ вакансисем кӗртнипе мар-тӑр-ха. Ара, кирек епле ӗҫри пекех-ҫке: пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне тата тӳрере ӗҫлеме ирӗк панӑ вӑхӑт тухать те вӗсен кандидатурине ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ.
Паян республикӑн Аслӑ судӗнче тӳресене удостоверени панӑ. Ҫын шӑпине татса пама (ҫапла тени пысӑк йӑнӑш мар пуль тетпӗр) ирӗк паракан хута ятарлӑ лару-тӑрура, салам сӑмахӗ каласах тыттарнӑ.
Тӳре удостоверенине тивӗҫекенсене республикӑн Аслӑ сучӗн ертӳҫи Н.П. Порфирьев тата Суд департаменчӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан В.М. Воронов кӑна мар, Федерацин тӗп инспекторӗ Г.С. Федоров та саламланӑ. Вӗсем тӳресене саккунлӑ тата фактсемпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем кӑларма суннӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ алӑ пуснӑ удостоверение Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн тӳрине Дмитрий Алексеева, Шупашкар район сучӗн ертӳҫин ҫумне Раиса Кудряшована, Йӗпреҫ район тӳрине Алексей Паймина панӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх академи пӗрлешӗвӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри пӗчӗк ялсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тавра калаҫнӑ.
Унта ЧНК президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, Ваттисен Канашӗн председателӗн ҫумӗсем Федор Карягинпа Василий Федотов хутшӑннӑ. Конференци ирттермелли вырӑна, Тури Кӑмаша ялне, ахальтен суйламан. Кунти Николай Адер усламҫӑ тӑрӑшнипе ку енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ.
Турикӑмашасем яла ҫӗнӗрен аталантарас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Кунта тавралӑх та илемлӗ, пуян. Хастар, маттур ҫынсем тӑрӑшнипе кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркеленӗ, ял старостине суйланӑ, яла аталантармалли тӑхӑр ҫуллӑх план хатӗрленӗ.
Николай Адер колхоза ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Кунта вӑрманлӑ, ҫавна май пилорама ӗҫлет. Ялта шыв пур, ҫулсене ҫӗнетнӗ, фонтан та сирпӗтет. Ял ҫыннисем тӑватӑ хутлӑ культура центрӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Унта йӑлтах пур: лавкка, аптека, спортзал, вулавӑш, музей, мунча… Район центрне каймалла та мар — кунтах веҫех пур.
Конференцие Чӑваш халӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин ертсе пынӑ.
Республика шайӗнче иртекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсне Шупашкар районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тренкассинчи вӑтам шкула илсен кӑна хастар миҫе ҫынна палӑртма пулать!
Н.В. Столярова, М.В. Стратонова, И.А. Фомина, В.И. Иванова, Е.Н. Максимова, Т.А. Никонорова, Е.А. Матвеева педагогсен вӗренекенӗсем район шайӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калаҫаҫҫӗ кӑна мар, республикӑна ҫитме те тивӗҫеҫҫӗ. Л.В. Лаврентьева ертсе пынипе хатӗрленӗ ӗҫе кӑҫал та шкулти комисси членӗсем пысӑка хурса хакланӑ. Акӑлчан тата чӑваш халӑхӗсен каларӑшӗсене танлаштарса, ҫав каларӑшсем урлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле кӑмӑл-туйӑмне кӑтартни пуриншӗн те интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ.
Апла пулсан, ӑнӑҫу сунасси кӑна юлать.
Паян Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш ялӗнче 37 ҫулти вӑй питтие юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Унӑн тусӗсемпе тӑванӗсем миҫе машинӑпа миҫе ҫын пырса ҫитнине шутласа та кӑлараймӑн. Пурте вӗсем ун пирки уҫӑ кӑмӑллӑ та пурне те пулӑшма хатӗрччӗ тесе палӑртрӗҫ.
Вилӗм тени пирӗнтен ыйтса килмест те, ҫынна юлашки ҫула ӑсатни пирки кунта асӑнса тӑмалла та мар пек. Анчах тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи хӑй вилӗмӗпе пурнӑҫран уйрӑлманни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен хӑшӗсем пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ.
37-ри Мӑн Мамӑш арҫынни тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлекен фирмӑна 2009 ҫулта уҫнӑ. Эрнекун, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, вӑл ним пулман пекех ӗҫне кайнӑ. Ирхи 8 сехет те 20 минутра ӗҫе ҫитнӗ, машинӑна сарнӑ кавире ҫума тесе шыв ӑсса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна пӑшалпа пенӗ те. Усал ӗҫ тӑваканӗсем, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗн пулнӑ. Видеосӑнава тем пек лекес темесен те ун тӗлне лекнех.
Правӑна сыхлакан органсем пӗлтерни ҫине таянса «МК» хаҫат фирмӑн 37-ри пуҫлӑхне саккаспа вӗлерни пирки хыпарлать. Ун пек тӗслӗхсем Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта пулман-мӗн.
Халӗ тӗпчев ӗҫӗ малалла пырать.
Паян мӗнпур республикипех «Автобус» рейд иртнӗ. Шупашкар районӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем те ку акцие хутшӑннӑ. Асӑннӑ районти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Поляков тӗрӗслеме патруль службин икӗ экипажӗ тухнине пӗлтернӗ.
Инспекторсем ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобуссемпе «ГАЗельсене» уйрӑмах тӗрӗсленӗ иккен.
Транспорта илсен, организаци-предприятисен автотранспорчӗ хутшӑннипе кашни саккӑрмӗш инкек пулать-мӗн.
Автобус водителӗсен айӑпӗпе Шупашкар районӗнче пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 6 инкек сиксе тухнӑ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫран 2 ҫын уйрӑлнӑ, 32-ӗн суранланнӑ.
Шупашкар районӗнче пулса иртекен ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗ шутӗнче пӗр машинӑпа теприн хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине, ҫул ҫинче пырассин черетне пӑхӑнманнине, пӗр йӗр ҫинчен теприн ҫине тухнӑ чух правилӑна пӑснине асӑнаҫҫӗ.
Лицензиллӗ пассажир автотранспорчӗн айӑпӗпе инкек йышлӑ пулать темелле мар — вӗсен тӳпи кунта 1,9 процент кӑна.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен хальхи йышши приборсем туяннӑ. Вӗсемпе сӗт пахалӑхне тӗрӗслеме пулать.
Хатӗр-хӗтӗр Шупашкар районӗнчи ветеринари станцийӗсенче пулӗ. Унччен сӗте ӗне чирленӗ чирсен тӗлӗшпе ҫеҫ тӗрӗслеме пултарнӑ. Халӗ вара аппаратсем унра мӗн чухлӗ ҫу пулнине, шыв янипе яманнине те тӗрӗслеме пултарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗ Сергей Ефремов каланӑ тӑрӑх, сӗт пахалӑхне ӳстересси ӑна пухакан ҫынсемшӗнех усӑллӑ. Унӑн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.
Хальлӗхе хатӗр-хӗтӗре Кӳкеҫре тата Ишекре лартнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлниччен вӗсем Шупашкар районӗнчи мӗнпур 17 ветеринари участокӗсенче те пулӗ.
Географи ячӗсене икӗ чӗлхепе пур чухне те ҫырманнишӗн чунӗсене ыраттаракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ятсене шӑрҫалама тӑрӑшакансем те тепӗр чухне йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа ҫырса хураҫҫӗ. «Никампа канашламасӑр ҫыраҫҫӗ-ши?» — тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет ун пекки вара. Йӑнӑшсем пирки «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала та ҫыраҫҫӗ. Сӑмахран, Мичман Павлов урамӗнчи 74-мӗш ҫурт пирки калани пурччӗ. «Ҫурт ҫинчи «Мичман Павлов урамӗ / улица Мичмана Павлова» пӗр чӗлхепе кӑна, унтан тата йӑнӑшлӑ ҫырса хунӑ», — тенӗ. «С.Д. Павлов тинӗс ҫарта хӗсметре тӑман, нихӑҫан та. Мичман вӑл хушма ячӗ», — тенӗ ҫӑхав авторӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан И.В. Иванов ятлӑ ҫын вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала урам ячӗсене икӗ чӗлхепе ҫырма ыйтса янӑ. Иртнӗ эрнере вӑл унта ҫичӗ хутчен ҫыру ӑсатнӑ иккен. Унта вӑл Ишлейри тата Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ урамсен ҫурчӗсем пирки каланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене вырӑсла тата чӑвашла кӑтартмаллине асӑрхаттарнӑ. Хӑйӗн ыйтӑвне ӗнентерес тесе ҫыру авторӗ сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем.
Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт.
Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тӑван, Шупашкар, районӗнче пулнӑ. Чи малтанах вӑл районти тӗп пульницӑра ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ. «Фармация» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн пульницӑра вырнаҫнӑ аптека пункчӗн ӗҫӗпе те кӑсӑкланнӑ Элтепер. Фармацевтсем Михаил Игнатьева чи кирлӗ эмелсен списокне кӗрекен препаратсемпе паллаштаракан викторинӑна кӑтартнӑ. Элтепер хамӑр ҫӗршыври препаратсем пирки ҫынсене ытларах ӑнлантармалли пирки палӑртса хӑварнӑ. «Ҫынсене эмел хакӗ хӑпарнинчен сыхласси пирӗн тӗллев», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Районти тухтӑрсем тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлавне епле йӗркелени пирки каласа кӑтартнӑ.
Унтан Михаил Васильевич шурӑ халатлисемпе курнӑҫнӑ. Ҫынпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалли пирки те вӑл аса илтернӗ.
Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ.
2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ.
Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |